
Чӑваш Ене кураксем вӗҫсе килни пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ. Вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче асӑрханӑ.
Портал ӗҫченӗсем кун пирки Геннадий Исаков орнитолога ӑнлантарма ыйтнӑ. «Кураксем вӗҫсе килнех пулмалла, мӗншӗн тесен хулара вӗсен йышӗ ӳснӗ. Ҫак хӗлле кунта нумай кайӑк хӗл каҫнине пӑхмасӑр. Ман шутпа, кураксем вӗҫсе килнӗ теме юрать», — тенӗ Геннадий Исаков.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, кураксем пирӗн патра хӗлӗпех пур. Шупашкарта кӑна 100-тен сахал мар хӗл каҫаҫҫӗ. Ҫапах та хуласенче тата ялсенче курак нумай пулнине кура пӗрремӗш парти вӗҫсе килнӗ теме юрать.

Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачи Пӗрремӗш каналпа пыракан «Голос» кӑларӑма хутшӑннӑ.
Ирина Степанова – 17 ҫулта. Вӑл кӑларӑмра итлев витӗр тухнӑ. Пирӗн ентеш телепроект историйӗнче чи ҫамрӑкки пулнӑ. Кӑларӑм ку эрнекун, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, 21:45 сехетре Пӗрремӗш каналпа курма май пулӗ. Ыран ҫак вӑхӑтра телевизор ҫутма ан манӑр.
Ирина 14 ҫултанпа Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ ҫумӗнчи «5 октав» студире вокал енӗпе ӑсталӑхне туптать. Хальччен вӑл ҫитӗнӳсем тума та ӗлкӗрнӗ: пӗлтӗр Леонид Агутинӑн AGUTEENS FORUM ҫемье форумӗнче Гран-при ҫӗнсе илнӗ, Леонид Агутинпа тата Ани Лоракпа пӗр сцена ҫинче юрланӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал «Голос» телешоура Владимир Пресняков, Пелагея, Анна Асти тата Ильдар Абдразаков наставниксем пулнӑ.

Муниципалитетсенчи хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме укҫа уйӑрӗҫ.
2026 ҫулта ҫав тӗллевпе 69,4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Укҫа-тенке тӑхӑр муниципалитета уйӑрса парӗҫ. Анчах ҫуррине вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Укҫапа 48 хваттер туянӗҫ, вӗсенчен 43-шӗ яллӑ вырӑнта пулӗ. Вӑрнарта 15 хваттер туянмалла, Улатӑр тӑрӑхӗнче – 10, Сӗнтӗрвӑррипе Вӑрмар районӗнче – 6 , Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5, Куславккапа Комсомольски тӑрӑхӗсенче — 2-шер, Хӗрлӗ Чутайпа Тӑвай тӑрӑхӗсенче — пӗрер.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин строительствинче чи малтан ӗҫленӗ Иван Баданов 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл хулари ҫуртсен никӗсне кӑна мар, ӑрусен пуласлӑхне те никӗс хывнӑ.
Иван Иванович мӑшӑрӗпе Екатерина Егоровнӑпа ҫур ӗмӗр ытла пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫемйи – ҫирӗп юрату тӗслӗхӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Егор Матвеевский Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» кӑларӑмӗнче унччен те ӳкерӗннӗччӗ. Нумаях пулмасть вӑл кӑларӑма мӑшӑрӗпе Оксанӑпа хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Пирӗн ентешсене ҫак вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, кӑтартӗҫ. Телекӑларӑм иккӗмӗш каналпа 17 сехет те 50 минутра эфира тухӗ.

Чӑваш Ен ертӳҫисем тата тепӗр икӗ района центрне автобуспа ҫыхӑнтарма шантарнӑ. Аса илтерер: маларах вӗсем Елчӗкрен Патӑрьеле автобуссем ҫӳретме пуҫлас ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Куславккаран Сӗнтӗрваррине автобус ҫӳретме пуҫлас пирки хыпарланӑ.
Кун пек йышӑну тума шантарни районти больницӑсене тепӗр муниципалитетсенчисемпе пӗрлештерес ӗмӗтпе ҫыхӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ҫине тӑрсах халӑха ӳкӗте кӗртме хӑтланать, ҫыннисем хавхаланас вырӑнне кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больниципе унти медицина центрне, стоматологи поликлиникине тата Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринчи район больницсене пӗрлештересшӗн иккен.

Чӑваш Енре пӗр кинемей дачӑна кайма тухса кӗрт ӑшне путса ларнӑ.
Пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 75 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарти «Туслӑх» сад юлташлӑхне кайма тухнӑ. Вӑл дача ҫуртне кайса пӑхас тенӗ. Ҫула ҫил-тӑман хӳсе лартнине пӑхмасӑрах ватӑ 2 ҫухрӑм ытла утма пултарнӑ-ха, анчах кайран вӑйран кайнӑ.
Кинемее пулӑшма (хӑех телефонпа шӑнкӑравласа пулӑшу чӗннӗ-ши, хыпарта ун пирки каламан) 11-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем ватӑ ҫынна наҫилкка ҫине хурса васкавлӑ пулӑшу машини патне йӑтса тухнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ радио ӗҫлеме ирӗк илнӗ: «Радио Вера» тата Relax FM. Ҫапла йышӑну тунӑ федераци конкурс комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче.
Сӑмах май, ҫак икӗ радиостанци пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта эфира тухма ирӗк илнӗ. «Радио Вера» — тӗн тата культура радиостанцийӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫейри 142 хулара тата ют ҫӗршывсенче эфира тухать.
Relax FM – лӑплантаракан юрӑ-кӗвӗ радистанцийӗ, эфирта диджейсем ҫук.

Паян Шупкашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче троллейбус линийӗ татӑлса кайнӑ. Ку «Мегастрой» гипермаркетран инҫех мар Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӗ ҫӗрте пулнӑ.
Пралук ҫул ҫинех ӳкнӗ. Транпортӑн ун ҫине пырса кӗрес мар тесе айккинчен юр тӑрӑх иртсе кайма тивет.
Аварие пула троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан амӑшӗпе ывӑлӗ ултавҫӑсене 60 ытла счет ҫине 5 млн та 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 1 млн тенки – хӑйсен, ыттисем вара – банкран кредит илнисем.
24-ри ывӑлӗ патне «телефон операторӗ» шӑнкӑравласа сим-картта килӗшӗвне тӑсма ыйтнӑ. Вӑл иккӗленмесӗрех смс-ҫырупа килнӗ кодсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн вара палламан хӗрарӑм хӑратма тытӑннӑ: терроризма пулӑшнӑшӑн каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ имӗш. Хайхискер укҫа-тенке хӳтӗлеме «банкри счета ҫӗнетмеллине» пӗлтернӗ.
Пӗррехинче калаҫнӑ чухне каччӑ килте 51-ри амӑшӗ пурри пирки каланӑ. Палламан хӗрарӑм телефона амӑшне пама хушнӑ, унӑн укҫи Украина ҫарӗсене пулӑшма каять тесе хӑратнӑ, ҫавӑнпа «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
